«Раҫҫей пенсионерӗсен пӗрлӗхӗн» Хӗрлӗ Чутайри уйрӑмне ертсе пыракан Юрий Егорович Егоров нумай пулмасть 80 ҫул тултарнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх юбиляра ӗнер район пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин тата спорт пайӗн начальникӗ Игорь Живоев, район администрацийӗн культура, социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Алина Михуткина, вырӑнти пенсионерсен пӗрлӗхӗн ҫумӗ Елизавета Грузинова, ветерансен Канашӗн председателӗ Галина Тимакова саламланӑ.
Юрий Егорович халӗ Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнать пулин те ҫураласса вӑл Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫра 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче ӑс пухнӑ, кайран Горькийри партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе районти тӗрлӗ пуҫлӑх вырӑнӗсене йышӑннӑ: районти иккӗмӗш секретарь, районти пропагандӑпа агитацин инструкторӗ, ӗҫ тӑвакан комитечӗн ҫумӗ, статистика пайӗн начальникӗ, культурӑпа спорт тата ҫамрӑксен ӗҫӗпе ӗҫлекен пай заведующийӗ, тата ытти те. «Раҫҫей пенсионерӗсен пӗрлӗхӗн» Хӗрлӗ Чутайри уйрӑма вӑл 2007 ҫултанпа ертсе пырать.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хӗрарӑм Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫухалнӑ. Нумаях пулмасть ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар. Следстви шухӑшӗпе, ӑна вӗлернӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Турханта пурӑнакан 53 ҫулти арҫын, ӳсӗрскер, савнӑ хӗрарӑмӗ патӗнче пулнӑ. Хайхискер унпа вӑрҫӑнса кайсан мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Хӗрарӑм вилнӗ. Арҫын унӑн виллине тӗп сакайне пенӗ те урая паласпа хупланӑ.
Тӑванӗсем хӗрарӑма шырама пуҫланӑ. Йӗрке хуралҫисем арҫын патне ҫитсен вилене тӗп сакайӗнче тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян ирхи 7 сехет валли республикӑра 12 муниципалитетри 79 ял ҫутӑсӑр пулнӑ: Вӑрнар, Канаш, Йӗпреҫ, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсем.
Аса илтерер: шӑматкун каҫхине пӑрлӑ ҫумӑра пула 17 муниципалитетра электроэнерги сӳннӗ. Раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне 214 ялти 55 пин ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Бригадӑсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Хамӑраннисем ӗлкӗрейменрен кӳршӗ регионсенчен те специалистсене чӗннӗ.
Хальхи вӑхӑтра энергетиксен 72 бригади ӗҫлет. Пӗтӗмпе – 235 специалист, 92 техника.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫураки валли вӑрлӑх хатӗрлесси малалла пырать. Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне илсен, ял хуҫалӑх предпрятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 49 пин тонна хурса хӑварнӑ, ку вӑл — кирлин 102 проценчӗ.
Тӗрӗсленӗ вӑрлӑхран 34,6 пин тонни кондицие ларнӑ, е 71 проценчӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче мӗнпур вӑрлӑх кондицие ларнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнче — 98 процент, Красноармейски тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче — 91-шер процент.
Паян - СПИДпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи статистикӑна илес тӗк, республикӑра 2937 ВИЧ-инфекциллӗ ҫын пурӑнать. Пӗлтӗр 2784 ҫын пулнӑ.
2709 ҫын диспансер учетӗнче тӑрать. 107 ҫыннӑн чирӗ СПИД тапхӑрне куҫнӑ.
Кӑҫал 10 уйӑхра 242 ҫын ВИЧпа чирленине палӑртнӑ. 23-шне юпа уйӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Ҫак чирпе нушаланакансенчен ытларахӑшӗ 31-50 ҫулсенче. ВИЧ инфекциллисем ытларах Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче ытларах.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Коминтерн» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче ӗнесем юрӑ-кӗвӗ итлесе сӗт антараҫҫӗ.
Василий Сорокин сӗт залӗн операторӗнче 3 ҫул ӗҫлет. Кашни ир ӗҫе килет те вӑл юрӑ-кӗвӗ ярать. Вӑл тӗнче тетелӗнче ӗнесем юрӑ итлесе сет нумайрах антарни пирки вуласа пӗлнӗ.
Василий ытларах хӑй килӗштерекен юрӑсене ярать: «Кино» ушкӑнӗн юррисене, чӑваш юррисене. Хӑш чухне ӗнесене «Тӑван радио» итлеттерет.
Ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Коминтерн» хуҫалӑхра 500 пуҫ вырнаҫмалли пӑру вити уҫӑлнӑ. Тӗрӗссипе, унта строительство ӗҫӗсем тахҫантанпах пыраҫҫӗ. 5 ҫул каялла 600 ӗне валли вите хута янӑ, 2 ҫул каялла ӗне сумалли блока хута янӑ.
Хуҫалӑх ертӳҫи Альбина Новикова палӑртнӑ тӑрӑх, инвестицие 310 миллион тенкӗ хывнӑ. Патшалӑх енчен те пулӑшу пулнӑ: федераци хыснинчен - 8 млн, республика хыснинчен 30 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Халӗ фермӑра 1 ӗнерен ҫулталӑкне вӑтамран 7 пин килограмм сӗт суса илеҫҫӗ. Кӑҫал 6 пин ытла тонна сӗт суса илме палӑртнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи икӗ яла: Хусанушкӑньне тата Тури Ҫӗрпӳкассине — асфальт ҫулпа ҫыхӑнтарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев патне йышӑнӑва кайсан асӑннӑ тӑрӑхри хастарсем пӗлсе килнӗ.
Республика ертӳҫи паян йышӑну ирттернӗ. Ун патне Юлия Федорова тата Раиса Соколова пынӑ. Вӗсем икӗ яла ҫулпа ҫыхӑнтарас ыйтӑва хускатнӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра проектпа смета документацине хатӗрлесе ҫитернӗ. Ҫул сарма хушма укҫа уйӑрас ыйтӑва бюджета тишкернӗ чухне пӑхса тухмалла.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх организацийӗсенче, пысӑк фермер хуҫалӑхӗсенче кӑҫал 1,005 млн тонна тыр-пул, пӑрҫа йышши культура пухса кӗртнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкалли 1992 ҫултанпа пулман.
Ҫав ҫулпа танлаштарсан, кӑҫал 1 пин тонна ытларах туса илнӗ. Хальлӗхе йӑлтах пухса кӗртмен-ха, уй-хирте 0,7 процент юлнӑ.
Малта пыракан районсен йышӗнче – Елчӗк, Канаш, Улатӑр, Ҫӗрпӳ районӗсем. Япӑхрах ӗҫлекенсем вара – Ҫӗмӗрле районӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗ.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Йӳҫпан ялӗнче ирхине грузовик каялла чакнӑ чухне 65 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, вӑл реанимацире вилнӗ.
Машина ГАЗ-53 пулнӑ. Халӗ ҪҪХПИ инспекторӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |